
Ҫӗнӗ ҫулта раштавӑн 30-мӗшӗнче 23 сехетрен пуҫласа кӑрлачӑн 1-мӗшӗн кӑнтӑрлахи 12 сехетчен кафесен ӗҫлеме юраман. Ку кӑшӑлвируса сарӑлма парас маррипе ҫыхӑннӑ. Анчах ҫак вӑхӑтра Шупашкарти хӑш-пӗр кафе ӗҫленӗ-мӗн, йӗркене пӑснӑ.
Миттов бульварӗнчи тата Максим Горький проспектӗнчи икӗ кафе юраман вӑхӑтра ҫынсен йышӑннӑ-мӗн. Пӗтӗмпе 5 кафе йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Анчах хальлӗхе ыттисем пирки пӗлтермен. Ку ыйтӑва паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе паян оперштаб ларӑвне ирттересси пирки пӗлтернӗ.

Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫ ял тӑрӑхӗнче Ҫӗнӗ ҫул тӗлне илемлетнӗ чи капӑр ҫурт-йӗр конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Пурӗ 8 кил хуҫалӑхӗ хутшӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Гусевсен ҫемйине панӑ, иккӗмӗш вырӑнта Скворцовсен ҫемйи пулнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Михайловсен ҫемйи. Вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксене хаклас пулсан Гусевсем гирландӑсемпе ҫеҫ мар усӑ курнӑ, ҫутатакан диодсемпе капӑрлатнӑ кӳлепесем те вырнаҫтарнӑ.
Санарпуҫ ял тӑрӑхне икӗ ял кӗрет: Санарпуҫ тата Ҫӗньял Хапӑс. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳре хӑш ял ҫыннисем пирки сӑмах пынине палӑртман.
«Ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хӑйсен тата ентешӗсен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклес тесе ҫуртсене йӑлтӑр-ялтӑр ҫутӑсемпе, ҫав вӑхӑтрах килӗшӳллӗ, илемлетеҫҫӗ, ку ӗҫре вӗсем ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курни чӑн та савӑнтарать», — тенӗ пресс-релизра.

2021 ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Малалла пире 2022 ҫул кӗтет. Мӗнле иртрӗ-ха кӑҫалхи ҫул, пур-и ҫитӗнӳсем, мӗнле йывӑрлӑхсем пулчӗҫ-ха?
2021 ҫулта ытлашшиех паллӑ самантсем пулмарӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» малтанхи ҫулсенче пухнӑ вӑйпа малалла утрӗ тесен йӑнӑш пулмӗ. Ҫӗнӗлӗхсем пулмарӗҫ, анчах чи пӗлтерӗшли — ҫухатусем те ҫук. Сайтпа кунсерен паллашакансен йышӗ кӑна ӳсрӗ.
«Чӑваш халӑх сайчӗ» хальхи вӑхӑтра МИХ евӗр ӗҫлет те ҫавна май пусӑмне ытларах хыпарсемпе статьясем вырнаҫтарасси ҫине тӑвать. Енчен те малтан кунта пирӗн кӑсӑклӑ сӳтсеявусем пурччӗ пулсан, хальхи вӑхӑтра комментарисен пахалӑхӗ пысӑках мар. Акапасар (ӑна асӑнмасӑр епле иртӗн?) яланхилле пӗр-пӗр термина тӑрӑнса темӑна пӑрса яма тӑрӑшать, Микула яланах ача пахчинче ачасене чӑвашла вӗрентмелли пирки калать… Хӑш-пӗр статья авторӗ сайт хӑнисенчен кӑсӑклӑ сӳтсе явасса кӗтет, анчах унашкал ҫынсем пур чухне ӑҫтан ӑслӑ-тӑнлӑ тавлашу ҫуралтӑр-ха? Ӑслӑ-тӑнлин комментари ҫырма вӑхӑт ҫук, вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе аппаланать. Акапасар пеккисем кӑна, хӑшӗсен пушӑ вӑхӑчӗ пит нумай пулнӑран, кунне вуншар комментари ҫырайраҫҫӗ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул умӗн Шупашкарта ретро-троллейбус маршрут ҫине тухӗ. Вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳрӗ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫула тухакан ретро-троллейбусра Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ, вӗсем пассажирсене кӗтсе илӗҫ. Салона гирляндӑсемпе, «кӗмӗл ҫумӑрпа» илемлетнӗ.
Троллейбус 9 сехет те 25 минутран пуҫласа 18 сехет те 25 минутчен ӗҫлӗ. Апатлану вӑхӑчӗ те пулӗ. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра 1964 ҫулта кӑларнӑ ЗиУ-5 троллейбуса Р саспаллипе шыраса тупма май пулӗ.

Ҫӗнӗ ҫулта ваттии те, вӗтти те тӗлӗнтермӗш кӗтет. Юлашки вӑхӑтра пирӗн облаҫра та, Раҫҫейре те Хӗл Мучине ҫыру ярасси анлӑ сарӑлчӗ. «Ӗмӗт чӑрӑшӗ» кашни субъект правительствинче, муниципаллӑ пӗрлӗхре пур. Ачасем унта Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче хӑйсем мӗн пирки ӗмӗтленнине ҫырса яраҫҫӗ.
Чӗмпӗрте пурӑнакан чӑваш ачин Гриша Петровӑн та ӗмӗчӗсем пысӑк. Вӑл Хӗл Мучине хӑй ашшӗпе час-часах УАЗ машинӑна юсанине, ҫавӑнпа та вӗсене юсама ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе мӗнле туса кӑларнине курас килни пирки ҫырса янӑ.
Ульяновск хула администрацийӗн «Ӗмӗт чӑрӑшӗ» ҫинчи ҫырӑва хула пуҫлӑхӗ Дмитрий Вавилин илсе вуланӑ. Вӑл Гришӑн ӗмӗтне хаваспах пурнӑҫланӑ. Мӗншӗн тесен пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ — автозавод. Сӑмах май каласан, Гришӑн аслашшӗн Петр Петровӑн пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ те — УАЗ.
Предприяти ӗҫченӗсем пуҫлӑхпа Гришӑна тӗп конвейер ӗҫне кӑтартнӑ. Кунта пӗр вӑхӑтрах 500 ҫын вӑй хурать — пӗр йӗр ҫинче «Патриотсем», «Хантерсем», «Профи», иккӗмӗшӗнче — «Буханкӑсем», «Фермерсем» тата ытти модельсем пухаҫҫӗ. Ачана пурте интереслӗ пулнӑ: машшин рамисене, ун ҫине мостсем, передачӑсен коробкипе двигателе вырнаҫтарни, рабочисем детальсене мӗнле майлаштарни тата ытти те.

Раҫҫейре Ҫӗнӗ ҫул умӗн ырӑ йӑла пурнӑҫланма тытӑнать: «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци. Сывлӑх енчен хавшак ачасем хӑйсен ӗмӗчӗ пирки ҫыраҫҫӗ, вӗсем чӑрӑш ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Тӳре-шара, ахаль ҫынсем акцие хутшӑнса чарӑш ҫинчи теттене илеҫҫӗ те ачан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи 15 ҫулти Владимир Васильев ДЦП-па кӗрешет. Вӑл ашшӗ-амӑшӗпе, аппӑшӗпе пурӑнать. Арҫын ача юмахсем, юрӑсем итлеме юратать. Ҫавӑнпа Ҫӗнӗ ҫулта интерактивлӑ тетте-медиаплеер илме ӗмӗтленнӗ. Ку ӗмӗте Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пурнӑҫланӑ.
Владимирӑн амӑшӗ Елена Васильевна ывӑлӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑшӑн питӗ савӑннӑ.

Шупашкарта ҫынсем машина тӑррине чӑрӑш лартнӑ водителе асӑрханӑ. Вӑл тӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатнӑ. «Волгӑна» гирляндӑпа тата мишурапа илемлетнӗ.
Ҫынсем «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, машина Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле кайнӑ.
«Ҫул тӑршшӗпех манпа пычӗ. Ахӑртнех, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.

Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫулхи каникул валли 50 пин экспресс-тест илсе хурӗҫ. Вӗсемпе массӑллӑ мероприятисене хутшӑнакансене кӑшӑлвируспа чирленипе чирлеменнине тӗрӗслӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 100 пин ҫынран 321,3 ҫынна тест тӑваҫҫӗ. Раштав уйӑхӗччен ковидпа чирлӗ ҫынпа хутшӑннисене ПЦР-тест тунӑ. Халӗ вара ОРВИ симптомӗсем пулсан ҫеҫ тест тӑваҫҫӗ. Ку йӗрке Раҫҫей тӗп санитари тухтӑрӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн улшӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев массӑллӑ мероприятисене хутшӑнакансене пурне те тест тумалли пирки каланӑ. Ҫав шутра экспресс-тестсем те пулӗҫ. Чӑваш Ен валли уйӑрнӑ 50 пин тест-экспресс 10 миллион та 750 пин тенке кайса ларӗ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» ҫинчен пӗр юр пӗрчине илнӗ те унта Шупашкарти Рома Кожевниковӑн ӗмӗчӗ пулнӑ. Эппин, Олег Алексеевичӑн ӑна пурнӑҫламалла. Аса илтерер: ҫӑк ятпа акци иртет.
4 ҫулти Рома пуйӑссемпе, чукун ҫулпа кӑсӑкланать. Вӗсене ӳкернӗ кӗнекесене вӑл сехечӗ-сехечӗпе пӑхса ларма пултарать. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ ӑна пультпа ҫӳретме май пур чукун ҫул парнеленӗ. Олег Алексеевич Ромӑн аппӑшне Софийӑна та парне панӑ. Хӗрача бисерпа тӗрлемелли хатӗршӗн, пылак ҫимӗҫсемшӗн тата кӗнекешӗн питӗ савӑннӑ.
София Шупашкарти 65-мӗш шкулта вӗренет. Амӑшӗ Татьяна Леонидовна ача ҫуратмалли ҫуртра медсестрара тӑрӑшать. Ашшӗ Илья Вадимович ача пӑхассипе отпускра ларать.

Паян оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем епле иртессине Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗпе пӗрле сӳтсе явнӑ.
Ведомство ертӳҫин ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, массӑллӑ мероприятисене ирттерме юрамӗ. Театрсемпе концерт залӗсенче спектакльсем кӑтартма юрать, анчах чӑрӑш тавра тӑрса юрлама ирӗк паман. «Хальлӗхе, шел те, чӑрӑш тавра тӑрса юрлама иртерех», - тенӗ Вера Головач.
Аса илтерер: ача пахчисемпе шкулсенче те уявсем ушкӑнра, класра иртӗҫ. Ашшӗ-амӑшне унта QR-кодпа ҫеҫ кӗртӗҫ.
